Хальхи вӑхӑтра ял кунӗсем унта та кунта ирттерни пирки вӗҫӗмех пӗлтеретпӗр. Шӑматкун Пӑрачкав 423-мӗш ҫуралнӑ кунне палӑртнӑ. Уяв ҫӑлтӑрпа зарядка тунинчен пуҫланнӑ.
Пӑрачкавӑн тӗп лапамӗнче пилӗк ҫӗре яхӑн ҫын пуҫтарӑннӑ. Йышра шӑпӑрлансенчен тытӑнса кинемейсемпе мучисем таран пулнӑ. Вӗсене зарядка кӑтартма Чӑваш Енӗн спорт аэробикин пӗрлештернӗ команди пуҫтарӑннӑ, ҫав шутра — Европа тата тӗнче чемпионӗ Алексей Германов та. Хула ҫыннисене Пӑрачкав салин пуҫлӑхӗ Александр Барыкин тата районти предприятисемпе организацисем тӗслӗх кӑтартнӑ.
Сӑнсем (14)
Пӑрачкав районӗнчи Мишуково ялӗ нумаях пулмасть уявне паллӑ тунӑ. Лапамра алӗҫ ӑстисен куравне йӗркеленӗ. Кунтах кашниех вырӑс апачӗпе хӑналанма пултарнӑ. Ӑна ялти хӗрарӑмсем хатӗрленӗ.
Уяв Мишуково ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.И.Конов тухса калаҫнинчен пуҫланнӑ. Унтан Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Е.В.Лебедев сӑмах илнӗ. Шел те, Мишуково йывӑр тапхӑра чӑтса ирттерет. Ку «Новь» ЯХПК аркансан пуҫланнӑ. Анчах фермер хуҫалӑхӗсем вӑй илсен лару-тӑру лайӑх енне ылмашӑнма тытӑннӑ.
Уявра ялти чи ҫамрӑк тата ватӑ ҫынна палӑртнӑ. Шкула ача нумаях ҫӳремест — 27-ӗн кӑна. Апла пулин те вӗсем районта иртекен олимпиадӑсене, спорт ӑмӑртӑвӗсене, конкурссене хутшӑнаҫҫӗ. Шкулта хоккей ушкӑнӗ те пур.
Тӳре-шара тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн концерт пуҫланнӑ. Юрӑ-ташӑпа киленнӗ май халӑх тата хӑнасем пулӑ шӳрпипе сӑйланнӑ.
Сӑнсем (54)
Ҫак кунсенче Чулхулари Мулино хулинче «Гвардеец-1» ҫарпа спорт сывлӑх лагерӗнче иккӗмӗш смена ӗҫлет. Унта Чӑваш Енри 20 ача тухса кайнӑ. Ҫавсен шутӗнче Шупашкарти 14-мӗш кадет шкулӗнче вӗренекенсем тата Патӑрьел, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав тата Шупашкар районӗнчи ачасем пур.
Ҫамрӑксем лагерьте ҫар хатӗрленӗвӗн теори пӗлӗвне илеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ачасем алӑпа пемелли гранатӑсене ывӑтаҫҫӗ, автоматран переҫҫӗ тата ытти ӑсталӑха алла илеҫҫӗ. Парашюта епле пухмаллине те унта вӗрентеҫҫӗ.
Лагере Атӑлҫи федераци округӗнчи тата Крым Республикинчи 160 ача пухӑннӑ.
Россельхознадзорӗн Чӑваш Енри управленийӗ Пӑрачкав районӗнчи «Восход» тата М.Горький ячӗллӗ ЯХПКсен фермисенче ветеринари нормисене пӑхӑнманнине тупса палӑртнӑ.
Ҫӑртме уйӑхӗнче Россельхознадзорӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем асӑннӑ фермӑсене планпа килӗшӳллӗн тӗрӗсленӗ. Икӗ тӗслӗхре те ветеринари нормисене пӑхӑнманни ҫиеле тухнӑ. Икӗ фермӑра та лейкозпа чирлӗ ӗнерен суса илнӗ сӗте сутнӑ-мӗн.
Кунашкал сӗте сутни Таможня союзӗн «Сӗтпе сӗт продукцийӗн хӑрушсӑрлӑхӗ пирки» техника регламенчӗн йӗркипе килӗшӳллӗн мар. Ҫавӑнпа ҫӳлерех асӑннӑ организацисен председателӗсем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, вӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче шкул ачисемпе ача пахчине ҫӳрекенсем регионти ӳсен-тӑран паллисене суйланӑ. «Раҫҫей аллейи» Пӗтӗм Раҫҫей акцийӗпе килӗшӳллӗн республикӑра «Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Унта 12 районти (Вӑрмар, Елчӗк, Етӗрне, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен), 5 хулари (Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар) 31 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ.
«Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсне пирӗн тӑрӑхри ӳсен-тӑранӑн 63 сӑнӳкерчӗкне тӑратнӑ. 14 ача республика палли юман пулмалла тесе шухӑшлать. 6-шӗ пилеше тата ҫӑкана суйланӑ. 5-ӗн – хурӑншӑн, 4-шӗ – хӑвашӑн. 4-шӗ салтак тӳмине палӑртнӑ. Конкурсра курӑкӑн, тӗмӗн 20 ытла тӗсне те тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ.
1-мӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗнчи Татьяна Шустова йышннӑ. Шупашкарти 122-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Роман Никитин – иккӗмӗш. Шупашкарти 38-мӗш шкулта вӗренекен Дмитрий Матвеев 3-мӗш пулнӑ. Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Мария Ветликова, Шупашкарти 5-мӗш ача садне ҫӳрекен Данила Дмитриев, Красноармейски районӗнчи Пикшик шкулӗн вӗренекенӗ Виталий Михайлов лауреатсен ятне тивӗҫнӗ.
Ҫуллахи вӑхӑтра Пӑрачкав районӗнче пурӑнакансем тата хӑнасем валли историпе ӳнер музейӗнче Шупашкарти пултаруллӑ ҫамрӑк ӳнерҫӗсен «Сервант» ушкӑнӗн куравӗ ӗҫлет.
«Сервант» - юлташсем хушшинче ҫуралнӑ ушкӑн. Ушкӑн ячӗ хӑйне евӗр. Сервант – чашӑк-тирӗк шкапӗ пулсан та ӳнерҫӗсем ӑна хӑйне евер ӑнланаҫҫӗ. Вӗсемшӗн вӑл асаилӗве упрамалли вырӑн.
Ушкӑнра – Алена Бамбурина, Владимир Бамбурин, Олеся Волкова, Анастасия Данилова, Иван Никитин, Алексей Орешкин, Александр Щеглов. Кашнинех хӑйне евӗр пултарулӑх, кашниех ӳнерпе пурнӑҫа хӑйне евӗр ӑнланать.
«Сервант» ушкӑнри ҫамрӑк ӳнерҫӗсенчен чылайӑшӗ И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетӗнче вӗреннӗ, пленэрсене ҫӳренӗ, пӗрле ӗҫлеме пухӑннӑ.
Пӑрачкав районӗ Раҫҫей кунӗпе пӗрлех Акатуя та уявланӑ. Лапамра алӗҫ ӑстисен куравне йӗркеленӗ, ял апат-ҫимӗҫӗн шӑрши таврана сарӑлнӑ. Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев ентешӗсене ҫурхи ӗҫсем вӗҫленнӗ ятпа саламланӑ.
ЧР юстици министрӗ Надежда Прокопьева маттуррисене чысланӑ. Николай Гущин тракторист «ЧР тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» ята тивӗҫнӗ. Вера Быкова, Александр Барыкин ЧР Элтеперӗн тав сӑмахне тивӗҫнӗ. Райадминистраци пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев, Наталья Масеева ЧР Юстици министерствин грамотине илнӗ.
Мария Васильева доярка, Ольга Киреева ферма заведующийӗ ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.
Вера Болотина, Татьяна Пиняева ЧР Культура министерствин Хисеп грамотине илнӗ. Уявра ял хуҫалӑхне аталантармашкӑн Елена Васильева тата Александр Васильев, Александр Ермаков гранта тивӗҫнӗ.
Унтан Акатуйра концерт пулнӑ. Унта Шупашкартан килнӗ «Родничок» халӑх ансамблӗ те халӑха савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (87)
Раҫҫейре ҫулсерен иртекен «Укҫа-тенке тытса пырассипе чи лайӑх муниципалитет пӗрлешӗвӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Кӑҫалхинче Муркаш тата Пӑрачкав районӗсем мала тухнӑ.
Кун пек ӑмӑртӑва ҫӗршывра ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ. Ӑна РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗ пулӑшнипе районсемпе хуласем хушшинче ирттереҫҫӗ. Конкурс тӗллевӗ шутне укҫа-тенкӗ тытса пырассин пахалӑхне ӳстерессине кӗртеҫҫӗ. Кам епле ӗҫленине пӗтӗмлетнӗ чух муниципалитетсен хыснинче хӑйсен пурлӑх тӳпин шайне, тӑкаксен тухӑҫлӑхне ӳстернине, муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳнине, парӑмпа майлашса пынине тӗпе хунӑ.
Кӑҫалхи конкурса 206 муниципалитет хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ районсем хутшӑннӑ.
«Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» ыркӑмӑллӑх марафонне пӗтӗмлетсен ҫапла шухӑшласа май килет. Унӑн вӑхӑтӗнче кӑҫал 9,5 миллион тенкӗ укҫа пухӑннӑ. Тӗрӗссипе, пурте укҫан хывман-ха: урӑхла майпа пулӑшакан та (кам, калӑпӑр, хӳтлӗх кирлӗ ачасене канма кайма путевка уйӑрса) пулӑшнӑ. Ҫапах та маларах асӑннӑ 9,5 миллион тенкӗрен пысӑк пайне «кӗмӗлпе» уйӑрнӑ. Пӗлтӗр ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑннисем 8,3 миллиона яхӑн тупра пухайнӑ.
Кӑҫал укҫа-тенке СМС-хыпар ярса та хывма туса панӑччӗ. Анчах техника сӑлтавне пула чӑрмавсем сиксе тухнӑ иккен. Ҫапла вара ҫӗнӗлӗхпе пин ҫын ытла усӑ курас тенӗ тӗк, пӗр 600-шӗ кӑна укҫа куҫарайнӑ. Кашни ҫынран капла майпа пӗр 50 тенке яхӑн куҫнине шута илсен тупри нумаях та мар тейӗн. «Мӗн чухлӗ пухӑнни мар, пулӑшас текенсем пурри аван», — тет ыркӑмӑллӑх фончӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи Юрий Кислов. СМС-хыпар урлӑ кӑна мар, акцие хутшӑнакансен йышӗ те кӑҫал ӳснӗ иккен.
Марафона вара савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Кӳкеҫре хупнӑ. «Ҫулталӑк меценанчӗ» медальпе Республикӑри стоматологи поликлиникин тӗп тухтӑрне Вячеслав Бычкова чысланӑ. Унта тӑрӑшакансем 321,6 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анна Ивановна Назарова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унӑн мӑшӑрӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ. Анна Ивановна — тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ.
Юбиляра саламлама ЧР сывлӑх министрӗ Алла Самойова тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин ҫитнӗ. Алла Владимировна Анна Ивановнӑна РФ Президенчӗн саламне панӑ.
Анна Ивановна Назарова Пӑрачкав районӗнчи Мишуково ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл колхозра ӗҫленӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑрман хатӗрленӗ ҫӗртре тар тӑкнӑ, Улатӑр районӗнчи Алдышево ялӗнче окоп чавнӑ. Анна Ивановна хӑйӗн ӗмӗрӗнче 50 ҫула яхӑн ӗҫленӗ.
Анна Ивановнӑн мӑшӑрӗ Василий Петрович 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Смоленск облаҫӗнче пуҫ хунӑ. Вӑл сержант пулнӑ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне тивӗҫнӗ. Халӗ 100 ҫулти кинемей Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрӗпе пурӑнать. Унӑн пӗр мӑнук, мӑнукӗн икӗ ачи, вӗсен икӗ ачи пур.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Анна Ивановнӑна ҫынпа лайӑх хутшӑнни нумай ҫул пурӑнма вӑй хушать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |